Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хӗрлӗ Чутай

Хӗрлӗ Чутай районӗнче спорт ӑмӑртӑвӗсем кулленех ирттереҫҫӗ.

Ҫак кунсенче яшсемпе хӗрсем пневматика пӑшалӗнчен тӗл перессипе тупӑшрӗҫ. Ӑмӑртусем 8-9 тата 10-11-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче иртрӗҫ. 8-9 класра вӗренекенсем хушшинче чи нумай очко пухса пӗрремӗш вырӑна Сергей Сарин, иккӗмӗш вырӑна — Станислав Федотов, виҫҫҫӗмӗш вырӑна — Анастасия Сятрайкина тухрӗҫ (пурте Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен). Ку шкул 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ, 2-мӗш вырӑнта — Штанашри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул вӗренекенӗсем.

10-11 класра вӗренекенсем — 1-мӗш вырӑнта Снежана Альгешкина, 2-мӗш вырӑнта Илья Ахматканов, 3-мӗш — Михаил Замуткин (Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул). Командӑсем хушшинче каллех малтисем Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗренекенӗсем, иккӗмӗшсем — Питӗркасси шкул ачисем.

 

Вӑрнар посёлокӗ картта ҫинче
Вӑрнар посёлокӗ картта ҫинче

2012 ҫулта Вӑрнар поселокӗнче каток тума палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Тӑррине витнӗ спорт керменӗнче тренажер залӗ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем тата ытти пулӗ.

Ҫӗнӗ ҫулта ҫавӑн пекех Тӑвай тата Хӗрлӗ Чутай ялӗсенчи физкультурӑпа спорт комплексӗсене туса пӗтерме, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнчи ҫӑмӑл атлетика манежне, Шупашкарти 9-мӗш шкулти бассейна юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ.

 

2012 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗ туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитет, Хӗрлӗ Чутай ялӗ 430 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Ҫак ятпа районта ҫӗнӗ энциклопеди кӑларма материалсем пухаҫҫӗ. «Краткая эциклопедия Красночетайского района» кӗнекене 2004 ҫулта пичетлесе кӑларнӑччӗ, районти чылай паллӑ ҫын пирки ку энциклопедире паллаштарнӑ, ҫав вӑхӑтрах чылай ҫын пирки каласа парайман. Районта пурӑнакансем халӗ хӗрсех ҫӗнӗ энциклопедии валли материалсем пухаҫҫӗ кӑна мар, хӑйсем те кӗнеке пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Нумаях пулмасть Галина Зотовӑн «Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курчӗ. Раштавӑн 16-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри культурӑпа кану центрӗнче Ишеккассинче ҫуралса ӳснӗ Валерий Гурьевич Орлов пухса хатӗрленӗ «Отчий край. История сел и деревень Красночетайского района Чувашской Республики» ятлӑ кӗнекен презентацийӗ пулчӗ. Кӗнеке презентацине вырӑнти администрации пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, Хӗрлӗ Чутай ентешӗсем ЧППУ-н художественно-графический факультет деканӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Анатолий Данилов, ЧППУ профессорӗ Георгий Яковлев, МАДИ профессорӗ Анатолий Никитин хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Ҫӗнтерӳҫӗсем
Ҫӗнтерӳҫӗсем

Хӗрлӗ Чутайри халӑх музейне 1979 ҫулта В.Г. Толстов-Атнарский пуҫарнипе йӗркелесе янӑ. Вӑл «Человек и природа» (чӑв. «Ҫын тата ҫутҫанталӑк») ятлӑ, хальхи вӑхӑтра унӑн директорӗ пулса паллӑ юрӑҫ-композитор Зоя Сергеевна Спиридонова тӑрӑшать. Музей икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, темиҫе пӳлӗмрен тӑрать. Хӑнасем Толстов-Атнарскин залӗпе, халӑх пултарулӑхне сӑнлакан материалсемпе, ӗлӗкхи керамикӑпа (куршаксем, мискӑсем), Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксемпе, ӳкерчӗксен куравӗпе, патриотизм залӗпе хаваспах паллашаҫҫӗ.

Музейре 5 пин ытла экспонат упранать.

Музей ӗҫченӗсем экспонатсене улӑштарсах тӑраҫҫӗ. Космонавтика кунӗ тӗлне кунта РФ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Петр Сымовӑн «Притяжение земли» фотокуравне йӗркеленӗ. Чӑваш халӑхне чапа кӑларнӑ Андриян Григорьевич Николаев пурнӑҫне сӑнлакан 15 сӑнӳкерчӗк куҫа илӗртет.

Малалла...

 

Георгий Семенович Самсонов
Георгий Семенович Самсонов

Ҫитес ҫул Хӗрлӗ Чутай районӗ 85 ҫул тултарнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Сумлӑ юбилей ҫывхарса пынӑ май районта кунта ҫуралса ӳснӗ, район историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ паллӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Акан 27-мӗшӗнче Ҫӗн Атикасси шкулӗнче район шайӗнче «Манӑн шкул: истори, ҫынсем, пулӑмсем» ятпа конференци ирттерчӗҫ. Ӑна Ленина пытарма хутшӑннӑ Георгий Семенович Самсонов ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 125 ҫул тултарнӑ май йӗркеленӗ.

Конференци пуҫаруҫи — Георгий Семеновичӑн мӑнукӗ Юрий Никонович Григорьевский. Вӑлах конференци умӗн кукашшӗне халалласа «Жизнь, отданная народу» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Конференци ӗҫне Штанашри чиркӳ пачӑшки Отец Вячеславпа унӑн пулӑшаканӗсем хутшӑнса пухӑннисене пил парса саламларӗҫ, залри кашни ҫынна сӑваплӑ мӑнкун ҫӑмарти парса хӑналарӗҫ.

Вӗренекенсем тӑватӑ номинаципе тӗпчев ӗҫӗ ҫырса хатӗрленӗ: шкулӑн пӗрремӗш директорӗ; шкул историйӗ; вӗсем пирӗн шкулта вӗреннӗ; вӗрентекен, сан умра пуҫ таятӑп.

Малалла...

 

Ҫуртӑн тӑррине тавасси юлнӑ
Ҫуртӑн тӑррине тавасси юлнӑ

Хӗрлӗ Чутай районӗ ҫӗнӗ ҫуртсем хута ярассипе республикӑра кайрисен шутӗнче пымасть. Иртнӗ виҫӗ ҫула илес пулсан районта пурӗ 436 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ. Пӗлтӗрхи кӑтарту — 91 ҫурт.

Хӗрлӗ Чутайра, сӑмахран, Пӗрремӗш Савут урамӗнче 18 хваттерлӗ ҫурта халь хӑпартаҫҫӗ — 5 тӑлӑх ачапа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 ветеранӗ валли унта вырӑн тупӑнӗ. Ҫак ҫурта тума республика укҫи тенкине 3 миллион ытла уйӑрнӑ. Ӑна кӑҫалхи 2-мӗш кварталта хӑт кӗртсе ҫитерме шутлаҫҫӗ — халӗ тӑррине витеҫҫӗ. Хӑтлӑ ҫуртра кашни хваттере уйрӑм ӑшӑтма май пулӗ.

 

Татьяна Мурайкинӑпа Елена Орлова (ертсе пыраканӗ)
Татьяна Мурайкинӑпа Елена Орлова (ертсе пыраканӗ)

Нумай пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ «Ӑслӑлӑх. Пултарулӑх. Аталану» («Наука. Творчество. Развитие») ҫамрӑксемпе шкул ачисен пултарулӑхӗн уҫӑ конференци-фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутайри шкулта 5Б класра вӗренекен Татьяна Мурайкина ҫӗнтерӳҫӗ ятпа таврӑннӑ. Унта пӗрле ҫак ӑмӑртӑва Константин Филиппов, Анна Ейкова тата Михаил Еремеев кайнӑччӗ. Татьянӑн «Шывӑн пирӗн пурнӑҫри вырӑнӗ» («Вода в нашей жизни») ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Каласа хӑвармалла — фестивале пирӗн республикӑри ачасемсӗр пуҫне Чулхула облаҫӗнчи, тата ҫавӑн пекех Мари Элпе Тутарстан республикинчи ачасем хутшӑннӑ.

Малти вырӑна тухнӑ ятпа Татьянӑна эпир те саламлатпӑр, вӗренӳре ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Сӑнсем

 

Валерий Важоров
Валерий Важоров

Раштавӑн 24-мӗшӗнче «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗ» автономлӑ учрежденире Чӑваш Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, К.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх преми лауриачӗн, хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Патшалах камерлӑ оркестрӑн тӗп дирижёрӑн Валерий Важоровӑн (1940-2000) асӑну каҫне ирттерчӗҫ. Вӑл 15 сехетре пуҫланчӗ.

Меропритине ентешӗсем, район администрацийӗн ӗҫченӗсем, тӗрлӗ хӑнасем пулчӗҫ. Курма килнисен умӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Моклашкин ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх симфониллӗ академи капелли кӗвӗ шӑрантарчӗ, юрӑҫсем юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

 

Важоров Валерий Афанасьевич 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Хусанти консерваторинче вӗреннӗ. Тутарстанри патшалах симфониллӗ оркестрта малтан солист пулнӑ, кайран пӗрремӗш флейтист, унтан — тӗп режиссёрӑн пулӑшаканӗ. Чӑваш музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) тӗп режиссёрӗ пулнӑ, И.

Малалла...

 

Иртнӗ уйӑхра Хӗрлӗ Чутайӗнчи В.Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейне уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртнӗ. Уява район пуҫлӑхӗ Александр Криков, ЧР Культура министерствин ӗҫченӗ Татьяна Дмитриева, Чӑваш наци музейӗн специалисчӗсем, ятарласа чӗннӗ хӑнасем, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ.

Хӗрлӗ Чутай салинчи музей 1979 ҫулхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑмӑртаннӑ. 1988 ҫулта «халӑх» ята тивӗҫнӗ. Кӑҫалтан вӑл В.Толстов-Атнарскин ячӗпе ҫӳрет. Юлашки ҫулсенче аваллӑх управҫи халӑх тумӗпе, ал ӗҫ ӑстисен хатӗрӗсемпе самай пуянланнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар» хаҫат

 

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, «Тантӑш» хаҫатран парне илчӗҫ — тӗрлӗ тӗслӗ принтера тивӗҫрӗҫ. Парнене вӗсем 2008 ҫулхи пӗрремӗш ҫулталӑк ҫурринче хаҫата ҫырӑнса илессипе ҫыхӑннӑ конкурсра ҫӗнтернишӗн илчӗҫ.

Принтера парнелеме хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсем шкула хӑйсем ҫитрӗҫ. Ҫакна асӑнса юлмалла — хаҫата ку класра вӗренекен 30 ача тата клас ертӳҫи Надежда Тимакова ҫырӑнса илеҫҫӗ — ҫавна май вӗсем ку парнене тивӗҫлипе тивӗҫлӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ